савăк - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(савы̆к), приятный, приятно; радостный, веселый; радость. Собр. † Пирĕн аттенĕн сар лаша, сар лаша та сар çуна, кӳлсе ларас пĕр савăк: пĕре чупат — тапăрлат, кайри урисем виç чалăш, юр сирпĕтсе пыраççĕ. СПВВ. Х. Савăк, приятно (от савăн. Ядр.). СПВВ. МС. Паян кун пит савăк. СПВВ. Савăк туйăнчĕ. Утăм 21. Юрри — ыраншăн савăк. Абыз. Çав Нурăсра пит савăк, вăл çи мĕнтен пит савăк, пуçа çима пит савăк. N. Вăрманта кайăксем савăк юрлаççĕ. N. Килте те пурăнма пит савăк мар пулĕ. Сам. 27. Маншăн эс савăк ачаллăх сăпки. Ир. Сывл. 28. Хăйсен савăк сассипе (сар-кайăксем) ял пурнăçне мухтаççĕ. Зап. ВНО. Савăк çын, веселый человек. Ib. Манăн ĕмĕр пит савăк иртрĕ.