сив-чир - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
лихорадка. Орау. Нюш-к. Сив-чир бывает: симĕсси, кăвакки, хĕрли; самая злая — симĕсси. Ходар. Хăш-хăш чухне пĕрне-пĕрне сивĕ-чир ерсен, вăрмана каять те, чĕрĕ пилеше варăнчен çурса виттĕр тухаççĕ. N. Ах, ачана сив-чир тытнă, ерĕм шывĕ ĕçтерес. Бгтр. Сив чирсем вуниккĕн пĕр тăван пулнă, тет. Пĕре çавсем пурте пĕрле пуçтарăннă, тет те, пĕр кĕпер урлă каçса каяççĕ, тет. Çавăн чухне пĕр сив-чирлĕ çын кĕпер айăнче ларнă, тет. Сив-чирсем тăчĕç, тет те, калаçма пуçларĕç, тет. Пĕри калать, тет: эпĕ çын ăшне пăтăпа пĕрле малтанхи кашăкра кĕрсе каятăп, тесе калать, тет. Тул çутăлма пуçласан, çавсем пурте çухалчĕç, тет. Çын киле тавăрăнчĕ, тет те, арăмне пăтă пĕçерттерчĕ, тет. Вара такмак (кожаный мешок) илчĕ, тет те, пĕр кашăк пăтă ăсса тӳрех такмака ячĕ, тет те, çыхса лартрĕ, тет. Сив-чир такмакра халь те куптăртаттарать, тет. (Вар. Сив-чирсем порте пĕр тăван, тет. Вăсам малтан вониккĕн полнă, кайран пĕри хăй поçне çинĕ, тет. Вăл ак мĕлле полнă, тет. Пĕрре сив-чирсем порте пĕрлешнĕ, тет те, пĕр кĕпер орлă каçса каяççĕ, тет. Çав кĕпер айĕнчех пĕр сив-чирлĕ çын, вăрăсенчен хăраса пытаннăскер, ларать, тет. Сив-чирсем хăйсем çынсене асаплантарни çинчен талпасланса пыраççĕ, тет. Эпĕ çын ăшне пăтăпа пĕрле малтанхи кашăкра кĕрсе каятăп, тесе калать, тет, пĕри. Ыттисем мĕн каланине илтимарĕ, тет. Кайран киле тавăрăнсан, арăмне часрах пăтă пĕçерттерчĕ, тет те, апат çиме ларнă чох такмак илсе ларчĕ, тет. Онтан малтанхи кашăкне ăсса тоти патне илсе пычĕ, тет те, часрах такмака яра пачĕ, тет, пăттине; вара такмакне хытă шатăртаттарса çыха хочĕ, тет. Çав такмакра сив-чир халь те полин коптăртаттарать, тет. Çапла ĕнтĕ сив-чир халĕ вонпĕр анчах йолнă, тет). См. сив тытни.