сохала - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
сухала (суhала, соhала, соҕала), пахать. БАБ. Ку сухала(са) тухсассăн, хай павускаран кун патне пилĕк тутар улпучĕ сиксе тухрĕç, тет. Янгильд. Екори конĕ тĕлĕнче çоракине сохалама тохаççĕ. N. Çапла вара миме тунă çыннăнне пĕр кунтах тислĕкне турттарса пĕтереççĕ те, анисене те сухаласа пăрахаççĕ. Ст. Чек. Сухала-сухала хулсăр пултăм. С. Айб. Пĕрре сухаласа çавăрăн. Сделай один круг пашни. N. Тетене, тыр вырма тухиччен, тытрĕ карчăк анине сухаласа памалла. О земл. Çĕр сухаламалăх типшĕрсенех, ăна акаччен сухаласа, сӳресе пăрахас пулать.