сăх - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
впитывать, всасывать. СПВВ. КС. Вăл вырăнта пĕртте шыв тăмасть, пит сăхакан çĕр. Учите детей. † Нимĕçсен пилĕк-улт çулхи ачисем ĕç тупаççĕ, тет: хăшĕ чӳрече çинчи шыва сăхаççĕ, тет, хăшĕ урай шăлаççĕ, тет, вĕтĕ выльăха ачасем пăхаççĕ, тет. Сред. Юм. Çĕр çăмăра сăхнă. N. Йăвăç çăвĕ пекех шăмми-шаккине сăхса кĕтĕр. Баран. 121. Хурăн тымарĕсем тăрана пĕлмесĕр çĕртен сĕткен сăхаççĕ. || Сосать, пить. Çĕнтерчĕ 38. Нумай сăхнă пирĕн юна. Сред. Юм. Конĕпех сăхса ларчĕç. (Чĕнмессĕрех сăра ĕçнĕ çĕре пырса, пит нăмайччин ĕçсе ларсан калаççĕ). || Убавлять, ослаблять. N. Чĕре хуйхи вăя сăхать. || Цедить. N. Сăхса илнĕ, выцедили воду всю из самовара. || Черпать. Кив-Ял. Яшка сăхмалли, половник.