çырт - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(с’ырт), кусать; перехватить, схватить зубами. О сохр. здор. Хăшне-хăшне йытă çыртса амантнă. Ib. Унăн сĕлеки çыртса шăтарнă çĕре юлса юнпа хутăшса каять, Толст. Ăна уринчен çыртрĕ-илчĕ. Орау. Лаши пĕр ывăç утă çыртса илнĕ те, ĕшеннĕскер, çимасăрах пырать. Янтик. Йыта ача пӳрнине çыртса илнĕ (откусила). N. Çыртса тат, перекусить. N. Çыртмасăр çырлахмарĕ. N. Кĕпинчен çыртса, çыран хĕррине ишсе тухнă (собака). ТХКА 104. Çăварне карса, шап-шура шăлĕсемпе пĕр çынна пилĕкрĕн çыртса йăтса силлесе пырать (тигр). ЧII. Çитĕннĕ хĕр, каяс вăхăт çитсессĕн, çанни вĕсне çыртса йĕрет-çке. Якейк. И, осалшăн чĕлхея çыртрăм-ăç. Я из-за тебя язык прикусил. К-Кушки. Эп ялан сахăра çыртса ĕçеп. Я всегда пью чай вприкуску. N. Улмуççи кутне тухса выртса, улăм çыртса выртрăмăр. Синьял. † Тантăш сире мĕн пулнă, шăлусене шарт çыртнă. Кан. Ыратнипе шала çыртса, сăмсана тавăрса... || Закусить. Пшкрт. Пĕри калат: Иван, тет, тавай, тет, ларса çăккăр çыртăпăр, тет. Юрк. Арăмĕ çапла балык çук тенине илтсен, хăни те — кирлĕ мар, кунта мĕнпе çыртса çимелли пур халĕ, тет. N. Кăшт çăкăр çыртрăм, шыв ĕçрĕм те, ахаль çĕрех çыварма выртрăм.