çил-ту - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
высокая гора, на которой всегда дует ветер. Чотай. † Çил-ту, çил-ту, çил-ту çинче çил армань. Собр. † Çил-ту çине çурт лартрăм, вуникĕ вĕлле хурт лартрăм. N. † Çил-ту çинчи çил арманче хам та виç хут авăртрăм. Якейк. † Çил-ту çине хăпарма йĕс таканлă ут кирлĕ. Абыз. † Çил-ту çинче юр тăмаçт. Коракыш. † Çил-ту çите çил арман, кунĕн-çĕрĕн авăртать. Кан. Çил-ту çинче çил юртать, эпĕр каяс ут пуль çав. К.-Кушки. † Çил-ту çине арман лартрăм вĕл-вĕл вĕçсе авăрма. (Солд. п.).