çĕнĕ çул - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

çĕнĕ çул

çĕнĕ çол, новый год. N. Çĕнĕ çулсем иртсен, эпĕ те çанталла пыратăп. ФТТ. Çĕнĕ çул каç тăвар çисе выртас пулать. Вара тĕлĕкре арăм пулас хĕр пĕр курка шу исе пырса ĕçтерет. Ib. Çĕрле çĕнĕ çул каç чĕпсем картине кайса чĕпĕсене тытмалла. Хĕр атана тытсан, упăшки салтак пулать, атан мар пулсан, салтак пулмасть. Ib. Çĕнĕ çул каç анкартине кайса алăпа тытмасăр пĕр çăвар тулли çапнă ыраш улăмĕ хыпас пулать. Унтан улăмне çăвартан кăлармасăр хыпнипех киле исе пырас пулать. Унта илсе пынă улăм пучаххинче минче пĕрчĕк тыррине шутлас пулать. Миçе пĕрчĕк тырă, хыпакан çын çавăн чухлĕ пурăнать. Ib. Çĕн çул каç кашта çинче ларакан чăхăсене тытаççĕ те, вĕсене тырă, кĕл, кăмрăк, шу, хăмла параççĕ. Çав панă япаласенчен чăхă хăшне сăхать, çынтан упăшка пуласси, е арăм пуласси хĕр те çавнашкал пулать: тырă сăхсан, пуян пулать, кĕл — начар, шу — эреке ĕçекен, хăмла — кутăн. Ib. Çĕн çул каçне çĕрле пуян патне пырса чӳрече патне тăрса пӳртре укçа шутланă сасса итлес пулать. Укçа чăнкăртатнă сасă илтсен, итлекенĕ каялла каймасть, пуярах парать. Ib. Çĕн çул каç пĕчченех тула тухса итлесе тăрас пулать. Пуртă сасси илтĕнсен, çав çын тепĕр çулччен вилет. Ib. Çĕн çул каç çĕрле пĕчченех ампар кĕтессине кайса тăрас пулать. Ампарта кăштăрт! тенĕ сасă илтĕнсен, итлекен çын пуять. кăтăрт! тенĕ çасă илтĕнсен — начарланать. Ib. Çĕн çул каç куç пăхмалли илес пулать, алла çурта тытас пулать, унтан виçĕ хут сăхсăхас пулать, вара санăн вилнĕ тăванусем курăнаççĕ. Ib. Çĕн çул каçне чашкăшне шу ямалла, хĕрне кашни ху пĕлекен, ху юратакан хĕр ячĕпе пĕрер хут татăкĕ çыпăçтармалла; унтан шушне (= шыв ăшне) пĕр çавăрнакан япала яраççĕ. Япала хăш тĕлле чарăнать, çавăраканне, çав тĕлте мĕн ячĕ çырнă, çавă юратать, е качча ăна илмелле пулать. Ib. Çĕн çул каç çĕрле таса юр çине выртаççĕ: тепĕр ирхине пырса пăхаççĕ. Выртнă вырăнта йăтă тĕкĕ пулсан, выртакан çын тепĕр çĕн çулччен вилет. Ib. Хĕрсем çĕн çул каçне тимĕр татăкĕпе: çăла питĕретĕп, тесе, çăл тара (= тавра) çавăрăнмалла. Упăшки пуласси вĕсене тĕлĕкре çăл уçтарма пырать. Ib. Çĕн çул каçне сурăхсем картине кайса пĕр сурăх мăйне курăспала çыхмалла. Ирхине ăна кайса пăхмалла. Сурăхĕ шух, е начар, е выйлă, е ватă, е çамрăк пулсан, упăшка е арăм пуласси те çав сурăх пекех пулать. Ib. Çĕн çул каçне, çурçĕр тĕлĕнче, сăн пăхмаллипе çутнă çурта илес пулать. Çири хĕреçе хывса пăрахас пулать. Çуртана сăн пăхмалли умĕнче тытас пулать, унтан: эй, мана упăшкам пуласси, тух! тесе, чĕнес пулать. Чĕнсен, упăшка пуласси мал пуçĕ, унтан мăйĕ, ал, кăкăрĕ курăнать. Пилĕк таран курăнсан, çуртана сӳнтерес пулать. Çӳнтермесен лешĕ: эсĕ мана ма чĕнен, тесе, хĕре çĕçĕпе чикет. Ib. Кирек мĕлле ремеслăна вĕренес тесен, çĕн çул каç çурçĕр тĕлĕнче вилнĕ çын турпасĕ çине кайса ремеслăна вĕренмехленсе ларас пулать, каялла çавăрăнса пăхма юрамасть. Кайра шуйтансем, ашшĕ-амăшĕ тăванĕ, йăмăкĕ пулса, пире хĕрхенсе каялла çавăрăнса пăх: пире вăр-хурахсем вĕлереççĕ, пулăш пушалăстă пире, тесе, йăлăнаççĕ. Каялла çавăрăнса пăхсан, шуйтансем ăна çавăнтах вĕлереççĕ. Çавăрăнса пăхмасан, ăна турă ангĕлĕ курăнса вĕренес тенĕ ремеслăна пит аван вĕрентет; унтан киле ярать. Çавнашкал çын пек вара лайăх хăй ремеслине пĕлекен никам та çук. Ib. Çĕн çул каç çур пус укçа тупма пулать. Вăл çур пуса тыр ăшне хурсан, тырă нихçан та пĕтмест, укçа хутаççине хурсан, укçа нихçан та пĕтмест. Вăл çур пуса тупас тесен, çĕн çул каç евангелие исе, хунар çутса, уя çул юпне кайса ларас пулать, евангелие вулас пулать, каялла çавăрăнса пăхас пулмасть. Кайра шуйтансем тем пек кăшкăраççĕ, çуяççĕ, йăлăнаççĕ, хăратаççĕ, тет. Анчах каялла çавăрăнса пăхас пулмасть, пĕрмай евангелие вулас пулать. Атан атсан, шуйтансем тарса пĕтеççĕ, вара евангелие вулакан патне пĕлĕт çинчен ангĕл анать те, калать: мĕн кирлĕ сана, мĕскĕн? тет, çыннăн калас пулать: эпĕ питĕ начар пурăнатăп, эпĕ турра, вăл мана пулăштăрччĕ тесе, йăлăнатăп, тес пулать. Çавăн чухне вара ангĕл çынна çур пус укçа парать, тет. Ст. Чек. Çĕн çул кун малтан килнĕ çынна минтер çине лартмасан, чăхă пусмас. N. Çĕн çулсам иртиччен тăрас пулатьчĕ сирĕн. Изамб. Т. Çĕн çул çĕрĕ (канун) арçын-ачасемпе хĕр-ачасем çĕрĕпе чупса çӳреççĕ. Ст. Чек. Çĕнĕ çул кун чи малтан килекен çынна минтер çине лартмасан, чăхă лармаст, тет. Ib. Çĕнĕ çул кун килнĕ çын ăнмасан, выльăх пымаст, тет. Юрк. Çĕнĕ çул кунĕ, на (в) новый год. Ст. Шаймурз. Çĕнĕ çул каçхине, накануне нового года.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150