тискер - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(тискэр, т’иск’эр), дикий, хищный. Пшкрт. Тискер çын. N. Тискер чуллă, этем çӳрейми вырăнта. || Мрачный (-но). N. Вăл кӳл пит тарăн, хура, тискер выртать. || Неприветливый, неопрятный, противный. Хорачка. Тискер çын — хытă халаплă (коштан). N. Пăхма та тискер. || Безобразный. Альш. Çуртсем вăл касра никамăн та начарах мар, тискер мар. || Страшный, ужасный. Полтава 62. Тискер вилĕм вăхăтсăр ыталаса илнĕ чух. Каша. † Тантăшсене курман кун, çавă пулĕ тискер кун. Изамб. Т. Эп çĕрле тискер япала (страшную вещь) куртăм. N. Тискер вăрçă (ужасная война). || Неприятный. N. Ах аттеçĕм-аннеçĕм, тискер киле хĕр патăр (в неприятный дом)! || Опасный. N. Тискер вырăнсене, лачакасене, шăтăксене иле-иле кайнă. N. Тискер çумăр, пăр çапса каймасан, тырри кăçал лайăх пулать. Н. Шинкусы. Хаяр çил-тăвăлсенчен, тискер пăрлă çумăрсенчен хăратпăр мар-и. || Ужасно, страшно. Сборн. по мед. Унта вăл чир тискертерипе тискер (прямо ужасно) çӳрет. Полтава 72. Вичкĕн пуртă ыран ир тискер ӳкĕ пуç çине. || Дико. Букв. 1904. Пӳртре пĕччен ларма тискер пек туйăнчĕ. Ашшĕ-амăшне. Çав вăхăтра Кĕркури, куçĕсене уçса ярса, йĕри-тавра тискер кăна (дико?) çавăрăнса пăхнă (оглянудся вокруг). || В см. им. существ. Нюш-к. Пĕр уратак çинче хĕрĕх тискер ларать? (Загадка, отгадка которой неизв.).