тур - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

тур

то же, что Турă, бог. Эпир çур. çĕршыв 51. Туртма пĕлсен — тур пулăн, пĕлмесессĕн — пĕт пулăн. N. Эпир паян той ачи, ыран эпир ĕç ачи; той ачине тор хошнă, киле пырсан, тор чарать,— тесе юрланă ĕлĕк. Сред. Юм. Тор хăй ал тортрĕ поль пире. (Гов., если случится несчастье). || В чувашизмах. Сред. Юм. Ха, тор корашшĕ, она та олталаса кайнă-и-ха? Качал. Йăванĕ: рас! рас! тесе çапать, тет. Хĕрĕ вара: тур пул, ан тив, тур пул, ан тив, тесе виçĕ хут каласан тин чарăнать, тет. Орау. Ах тур-тур-тур! Никам та килсе пулăшакан çук! Тур пулăр-ха, тархашшăн! Çăнăх кăрманне те пулсан кăларса парăр (просила одна женщина во время пожара). Сĕт-к. † Сакăр така пусакан — сар кĕрĕксĕр йолакан, сакăр сар хĕр пăхакан — инке арăмпа йолакан. Инке арăма тор пăхтăр (кортăр), осал та полин хĕр полтăр, пилĕк ан кĕпи тăхăнтăр. Разум. Кăçта карĕ çав тор çапашшĕ хĕрĕ. Ib. Ах, ко тор çапашшĕне, йытă çиешшĕ ачине. Сред. Юм. Тор çаптăр-а мана (ах, дери тя горой), пасăр хам кайса хонăччĕ, халь шырап-шырап, арран топрăм. Цив. Тур таташши! КС. Тур таташшĕ. Орау. Ах тур таташшĕ! мĕн хăтланса çӳрет мур! Патак илсен, юнтарттарăп эп сана. Шорк. Ай тор хоплашшĕ! чут манса каяттăм. || Икона. N. Ялавлă турсемпе пуп таврашĕсем (тухнă).
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150