тăлă вăрламалла - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
или тăлăлла, назв. игры. Якейк. Тăлă вăрламалла (на кормёжке). Ачасам чăрпуççисене тăратса, чăрпуççи çине чаппансам витсе, чаппансене ӳкесрен шăлпа çыртса, аллисене чăрпуççи айне туса карталанса лараççĕ. Карташне пĕр ача (йопа) кĕрсе ларать. Йĕри-тавра чаппан çыртса ларакан ачасенчен пĕри валтанах хатьăрласа хонă тăлăпа варĕнче ларакан ачая (йопая) çапать те, тăллине е хăй чаппан айне тăвать, е тепĕр ачая парать. Йопа тăлă шырама пуçлать. Тăллине кам айĕнчен топать, çав йопа полать; вăл тăла шыранă хошăра тепри ăна çапса та илет. Çав вăхăтра тăлли чăрпуççи айĕнчех çӳрет. СТИК. Тăлăлла, особая игра. Играют на кормежках. Садятся кругом 6—7 человек, одного ставят на середину. Ноги покрывают кафтанамн, колени поднимают, и это пустое место между коленями и землею служит тайной передачей веревки. Человек, стоящий в середине, должен найти эту веревку. В чьих руках он найдет, тот становится на середину, но только до этого ему здорово достается.