тăрăн - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(ты̆ры̆), натыкаться, втыкаться, вонзаться. Скотолеч. 21. Шĕвĕр япала тăрăнса пулнă суран. Тайба Б. Çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ, ура тупанне тăрăнчĕ. Орау. Нӳхрепе ансан (кĕрсен), тарçи ун пуçĕ çине четвĕрт кĕленчи ӳкернĕ те, кĕленчи катăкĕсем çавăнтах куçне тăрăнă-тăрăна ларнă. Когда он слез в погреб, работник уронил ему на голову четверть, и осколки стекла вонзились ему в голову. Истор. Вăл çĕçĕ çине тăрăнса вилнĕ. Турх. Аскăн тĕттĕм ăсупа таса ӳт çине тăрăнтăн. Изамб. Т. Ачасем выляма кайсан, пăшалпа тăрăнса вилнĕ (наткнулась на ружье). Султангул. † Ӳссе пĕвĕм çитмерĕ, кĕрсе ăсăм çитмерĕ, çичĕ ют куçне тăрăнтăм. Урмаево. † Вăрман виттĕр тухрăмăр, штрашник куçне тăрнтăмăр; çирĕм çула çитрĕмĕр, улпут куçне тăрнтăмăр. (Солд. п.). N. Кăшăлийĕн йĕпписем пурте унăн пуçне тăрăна-тăрăна ларнă. Якейк. Кайса тăрăнчĕ; кайса тăрăнтăр (= осал вырăна кайтăр; салтака, качча кайнă чох калаççĕ). ЧП. Чӳрече витĕр ухă утрăм, хура-курак куçне тăрăнчĕ. Чув. пр. о пог. 268. Хура шăна куçа тăрăнсан, çăмăр пулать. Если черные мухи лезут в глаза и надоедают — к дождю. Янтик. † Çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ, ура тупанне тăрăнчĕ; ӳссе пĕвĕм çитмерĕ, куçăма тăшман тăрăнчĕ. Турх. Мĕскĕн поэт аякне пăшал етри тăрăннă. N. Чунăма çылах тăрăнса ларнипе хуйха ӳкрĕм. N. Тăрн тăрмичак, Хусан кулачи парамчак, тăрăнса лар. || Спотыкаться, запинаться. N. Куç курманнипе каç-каç тăрăна-тăрăна кайса çӳрерĕм. N. Тăрăнса кайсан, çын тăратмасан, тăримаçть. || Пошатываться? КАЯ. Унталла та кунталла тăрăнса каят. || Набрасываться. Кан. Паваркасси çывăхĕнчи вăрмана питĕ касаççĕ, йĕри-таврари ялсем пурте унта тăрăнаççĕ. N. Тăлăх çын çине тăрăнатăр эсир (набрасываетесь). N. Тискеррĕн кăшкăрашса ун патне тăрăннă. Альш. Ытла çыннăнне. тăрăнакан япала вăл (любит пользоваться чужим). Ib. Эрехе тăрăнчĕ. Стал пьянствовать. || Лезть (на должность), стремиться получить ее. || Бодать. Завражн. Аякран сиксе, пыра-пыра тăрăннă (козлы бодались). || Бросаться (в глаза). Хурамал. † Çӳлĕ тусем çинче тилĕ юртать, ялти йыттăн куçне тăрăнса. || В перен. знач. Кан. Çавăн çине хăш чухне витĕртерех тăрăнмалла сăмахсем те ленкеççĕ.