хас - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(хас), крик, которым гонят коров. Шашкар. Хас йăлăма! Ib. Хас вăрмана! Ib. Хас шу патне! (междом., которым гонят корову к воде). КС. Ĕнене хас! тесе хăвалаççĕ. Питушк. Хас! хас! хăвалаççĕ ĕнесене. N. Хас, айван! мĕн уçăм еннелле пăрăнатăн, ав сан валли улăх, тет вăл вара, пĕр-пĕр ĕне хӳрине суллантарса сĕлĕ пуссине пăрăнма пуçласан. Сĕт-к. Хас, таручча, хас! хас! (ĕнесене хăвалаççĕ).