хыçа прахмалла - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
назв. игры. Якейк. Хыçа прахмалла тесе çак вăйя калаççĕ. Ачасем алăран алă тытса карталанса тăраççĕ. Пĕри хыçа прахакан полать; вăл саламатпа ачасем тавра валтан прик-виç хут чопса çавăрнать, каран саламатне сисиччен пĕрин хыçне прахса хăварать. Тепре çавăрнса киличчен çав ача саламатне корман полсан, хыçа прахакан вăр-вар саламата илет те, саламатпа ачая çапма тапратать. Хыçа прахакан çав ачая хăй вырăнчен тохса карта тавра çавăрнса тепĕр хут хăй вырăнне пырса тăричченех çапать. Ача сиссен саламата илет те, хыçа прахакана хăй валтан тăнă вырăна çитиччен çапат. Каран хыçа прахакан хăй полать.