хурах - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
караул. Шибач. Хорах! Караул! ЧС. Çынĕсенĕн те (которых бьют) хытă ыратать темĕскер те: хурах! тесе кăшкăраççĕ. Сред. Юм. Ачина амма пăхмас-ши çав, пĕрмай хôрах çôхăрнă пик çôхрать ачи. Капк. „Хурах, вĕлереç-çĕ!“ — тесе кăшкăрса янă лешĕ. N. Тарăн çырмаран хурах сасси илтĕнсе кайрĕ. Сред. Юм. Тем пôлнă ôна, хôрах çохăрнă пикех çôхрать хăй çав паян (очень кричит). Ib. Хорах çôхрать = кравăл çôхрать, караул кричит. N. Хурах çухăр, кричать: „караул! разбойники!“