хӳтĕлĕх - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
хӳтлĕх, защита, прикрытие, убежише. О сохр. здор. 109. Тата пирĕн ĕнтĕ тăтăшах пурăнман хӳтлĕхсене мĕнле тумаллине вĕренес пулать. N. Хӳтлĕх хӳтлесе ларт. N. Çурчĕ патĕнче хӳтлĕхсĕр тата сивĕрех пулнă. Кан. Суккăрсене пурăнма уйрăм хӳтлĕх çурчĕсем уçма тытăннă. N. Хĕр ӳсет хӳтлĕхре пукане пурнăçпе. N. Вăл пĕр санăн хӳтлĕхӳ çине анчах шанса тăрать. || Щит. Чĕр. чун. яп. й-к. пур. 18. Авалхи çынсем, вăрçа кайнă чух, çие тимĕр тӳмтир, пуçа тимĕр калпак тăхăннă, тата алла тимĕртен тунă хӳтлĕх (щит) илнĕ.