хăмăш - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
камыш. Н. Седяк. Альш. Çавра кӳлте ик хăмăш, пĕрин пуçĕ уйăх-тăр, пĕрин пуçĕ хĕвел-тăр. ГФФ. † Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. N. Тĕпне хомăш пек, тăррине чакан пек ту. Рекеев. 1) Лаптак хăмăш, 2) чăмăр хăмăш. N. Пĕр пĕрчĕ хăмăшпа шыв ятăм, виçĕ пĕрчĕ хăмăшпа çу ятăм. || Синерь. † Вăрăм курăк тăрăнче вăрăм хăмăш умханать. || Тростник. Образцы 79. † Унăн йăвине мĕн витнĕ? Хăмăшран касса хăва витнĕ. || Поплавок из камыша или из пробки и пр. Череп., Бур.