куç чĕлхи - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
заклинание от сглаза. Ст. Чек. Куç чĕлхи. Турăран ырлăх пултăр, этемрен сиплĕх пултăр. Çитмĕл çичĕ тинĕс уттинче çитмĕл те çичĕ тĕслĕ чĕлхе çинче, хура вăрман варринчи хура çĕлене хăçан куçпа хĕстерсе илĕн, çавăн чухне куç ӳктĕр. (Лаша çине, хăт çынна, хăт мĕне, кăмпапа тĕтĕрсен те, ахаль вĕрсен те, çапла калаççĕ). Курм. Хăнтăр çине хăнча хаярлă ӳкет, çан чоне тин ӳктĕр ман çине коç. Калта çине хăнча хаярлă коç пăхса ӳккĕр, çан чоне тин ӳктĕр. Шапа çине хăнча хаярлă коç ӳккĕр, çан чоне тин хаярлă коç ӳктĕр. (Из «коç чĕлхи»).