кăвак хуппи - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

кăвак хуппи

какое-то внезапное, яркое световое явление, изредка наблюдаемое по ночам. Изамб. Т. Пĕлĕт уçăлса хупăнать, теççĕ, ул çĕрле пулат. Кăвак хуппи куртăм (особый свет). Ск. и пред. 16. Сасартăках кăвак хуппи уçăлать те хупăнать, çутă çанталăк çутăлать. Нюш-к. Кăвак хуппи ялтăр уçăлса каять, теççĕ, çав кăвак хуппи уçăлнă вахăтра çие юлнă арăмсем (беременные), çуралас ачисем хуть те мĕлле çын пултăр, тесен те, каланă пек пулать, теççĕ. КС. Кăвак хуппи йăл-ял уçăлса каять. (Летом голубого цвета, зимою — светлого). Ун чухне çӳлтен чул ӳкет, тесе калаççĕ. Бел. Гора. † Кăвак хуппи хупăнчĕ, çутă çанталăк çутăлчĕ. Собр. † Çийăм тулли кăвак хыс, сире халал тăвас çук, кăвак хуппи пултăрри! (пусть обратится в...). НИП. Кăвак хуппи уçăлсассăн кирек мĕн ытсассăн та, сана пулат, теççĕ, каласа ĕлкĕрсен, хупăначчен. Кăвак хуппи уçăлсассăн, кăнтăрлахинчен те çутă (светлее, чем днем) пулат, теççĕ; çĕрти çӳппи-йĕппи пĕтĕмпе курăнат, теççĕ. N. Вăл кăвак хуппи ирхĕне çурăмпуç килес уммĕн курăнат, тет. Вăл сасартăк симĕсĕн-кăвакăн ялтăртатса, çиçĕм çиçнĕ евĕрлĕ, курăнат, тет; анчах пит час пĕтет, тет; ăна куракан çын, пĕтиччен, мĕн те пулин кĕлесе ĕлкĕрсен, вăл кĕлени пурте пулат, тет. Ст. Чек. Кăвак хуппи (кăвакпа шурă). N. Кăвак хуппи пулчĕ. И. С. Степ. Кăвак хуппи уçăлат. Появляется северное сияние (толкование неверно!). См. шуç хуппи. См. Магн. М. 63, 246. || Назв. божества. Рус. Альш. Кăвак хуппине кăвак хурпа чӳклес, теççĕ. Жертв. т. Кăвак хуппине хур. Панклеи. Тилĕ ларчĕ йомăç пăхма. Солкаланать-солкаланать те: опа мочи! сан ĕçĕ нумай мар-ĕç, тет, кăвак хоппине кăвак така кирлă (= кирлĕ), тет (чтобы вылечить медвежат). Т. VI 7. Кăвак хуппи амăшĕ, кăвак хуппи. См. Paas 71.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150