кăш - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(кы̆ш), чуть-чуть, чуточку, немного. НАК. Çанталăк пӳртрипе пĕрех, лăпкă; йывăçсем тăрăнче çулçăсем кăш та тапранмаççĕ. N. Çанталăк питĕ сивех мар пулсан, тăпра кăш нӳрлĕрех пулсан, шӳтернĕ, е калчана кайнă вăрă час шăтат вара. || Быстро, мигом. Байгул. Куçне кăш шăлса илет (аппа). Ядр. Ăратник, пĕр виçĕ сехет те пурăнмар пулĕ: кăшах пуçтарса хучĕç (убили мигом). Ядр. Капăрах хупăрласа илчĕç те, кăшах (сразу) пуçтарса хучĕç çынна (убили — он и не крикнул; пикнуть не дали).