кĕпçе - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(к'ӧ̆пс'э, кэ̆пс'э), полый стебель растения. Альш. Изамб. Т. Кĕркунне, ыраш (озимь) кĕпçене кая пуçласан (в дудку), выльăх яраççĕ. N. Кĕпçе пек хăпарса кай. Нуммай кĕтĕр, сахал тухтăр, пурте тӳлĕхлĕ (= тĕвĕлĕхлĕ, плодовито) пулччăр, тесе, кĕлтуса, витене кӳртсе ярать. Сред. Юм. † Кĕпçе пик пĕвĕм пурчĕ. (Качча каякан хĕрсĕм асăнса йĕреççĕ). Кĕвĕсем. Çинçе улăх кĕпçере, пысăк улăх пулт(ă)ранта. Календ. 1911. Ыраш калчи кĕпçене каяс пулсан, çавăн пек çул кĕпçене каяс пулат. || Назв. съедобного раст. N. Пирĕн анкартинче çула кĕпçе нумай çитĕнет. Анкартне çитсен, эпир кĕпçе çиме тапратрăмăр. Юрк. Арăмĕсем çта? — Ай, кĕпçере. Кĕпçи çта? — Ай, сĕм вăрманта. || Свербига. Т. Николаев. || «Шкерда». Яжутк. Кĕпçе= шкерда (раст.) || Дудка, трубка. || Ствол (ружья и т. п.). || Ступица колеса.