кĕрсе тух - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
заходить. Якейк. Эпĕр сирн пата, пасара килсен, кĕрсе тохмасăр каймастпăр (т. е. всегда заходим). Янтик. Кĕрсе тухкала (заезжай, захаживай) иртсе çӳрекеленĕ чух! Каятшĕн-килетшĕн кĕрсе тух! N. Унтан пĕр виçĕ çул хушшинче хăйсене кĕрсе тухмаллăх (для шитья) çурт турĕç, тет (сказка). Сунт. 1929, № 9. Каяс умĕн вуламалли çурта (в читальню) кĕрсе тухкалама каларĕ. Орау. Сĕт савăтне (посуду с молоком) леррех (подальше туда) ларт, тата ман çан кĕрсе тухĕ! (а то и мой рукав искупается).