тĕк - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
смирно, спокойно, тихо. Хăр. Паль. 5. Ан шарла. Ухмах, тĕк лар! терĕ амăшĕ. Сред. Юм. Порте он пик тĕк çӳресен кăçтаччĕ олă, çынпа вăрçмас, ытлашки сăмахламас. НИП. Тĕк ларма пĕлмест (о непоседе, вертушке). N. Чăхăсем шавласа ларсан тырă пулмасть, теççĕ; тĕк ларсан тырă пулать, теççĕ. (Святочное гаданье). Тюрл. Тĕк ларăр. Молчите. Çĕнтерчĕ 33. Ан йăшăлтат, тĕк вырт. БАБ. Пирĕн ăспа ĕнтĕ усал вилмелле те пĕтмелле; апла пулсан муш ятне те Ялта часăрах маннă пулĕччĕçĕ. тата хăйĕн ӳчĕ те тĕк выртнă пулĕччĕ. Альш. Пулнă усал хуллен хуллен асран каять. Каç та тĕк выртса тĕк çывăратпăр (после пожара). Туперккульос 42. Тĕк тăрас пулать. Капк. Тĕк тăнă çĕрте ма шăнса вилмелле. Мурат. Тĕкех тăр. Молчи. Слакбаш. Ахаль лариччен тĕк тăр. Бес. чув. 2. Çынсенчен кам ытларах айăплă-ши? Тĕк тăнă çĕртенех вĕлерекен-и, йĕ айăпсăр вилекен-и? N. Ĕни сунă чухне пĕрте тĕк тăман. Хурамал. Вăкăрĕ мак макăрат, хӳри тĕк тăрат. Рак. Тĕк тăнă çĕртенех (ни с того, ни с сего) ухмахланса чан çапма тытăнатчĕ (т. е. произносить слова, подражающие звону). СПВВ. Тĕк тăр= тек тăр, стой смирно, погоди. СЧУШ. Пĕрре карчăкĕ çăкрине тăвар сапса исе тухнă та ĕнине йăпатса парат: тăр айван, тăр ме-ме, тăрсан тата исе тухса парăп, тĕк тăр, тет. Баран. 80. Çанталăк тӳп-тӳлек. Парăссем тĕкех çакăнса тăраççĕ. N. Чипер тĕк пурăннă çĕртенех килсе чĕтретрĕ.