тĕкĕлен - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
подпираться, запираться. Орау. Ура хутланчĕ ларчĕ, чăсма хăтлансан пит хытă ырататчĕ, вара çатма аврипе (сквородником) тĕкĕленсе çӳреттĕм. || Упираться. Орау. Чул хӳмине пĕр çуррине çитиччен тăвайкки пек тайлăк тунă. Тайлăкĕ пĕтнĕ çĕртен каллех тепĕр чул хӳме тунă. Çав тайлăк çĕтренех тӳрĕ хӳмине патакпа тĕкĕленсе чупса тарчĕ (пробежал по крутому наклону, упираясь палкой в соседнюю стену). КС. Йăвăçа тĕкĕлентĕм. Уперся в дерево.