тĕрлет - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
шуметь. N. Пĕр ушкăн сала кайăк тĕрлетсе вĕçсе хăпарса карĕç. Сам. 19. Кĕрĕт çумпе тĕрлетсе юр тусанĕ шăлăнать. Б. Олг. Аçатат, тĕрлетет, хытă аçатрĕ. Çутт. 2З. Тĕрлетсе, çапăçса, усал сăмахсем каласа çуйăхса çӳремелле мар. || Топать ногами. Сред. Юм. Мĕн тĕрлететĕр эсир онта. (Говорят играющим детям, когда они шархают, топают и кричат). || Ехать быстро (поднимая пыль). Хорачка. Тĕрлетсе карĕ виç лашапа (мăкăрлантарса). || Б. Олг. Олăм çонса карĕ тĕрлетсех, тет, тĕр-тĕр-тĕр çонса карĕ.