чанкăртат - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
звенеть, бренчать, звякать. НАК. Урапи (его) пĕтĕмпех тимĕр, чанкăртатса анчах пырать. Сред. Юм. Лашана тимĕр тăлăпа тăлласан, лаша отнă чохне тимĕр тăлă чанкăртатать. КС. Эреке кĕленчине хӳме çумне петĕм те, чанкăртатса карĕ. Ib. Усал çава чанкăртатса янăрать. Пазух. 52. † Йĕвенĕсем кĕмĕл, йĕнер ылттăн, чанкăртатать йысна лашинче. КС. Укçисем хутаççинчен чанкăртатса тухса ӳккĕрĕç. || КС. Чанкăртатса калаçаççĕ. Говорят звонкими тонкими голосами, несколько надтреснутыми.