шап - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
частица образования превосходной степени прилагат. и наречий. Хош.-Çырми. Шап-шара та çеçке шăттăр-и. Пусть вырастут там белые разбелые цветы. || Ровно, точь в-точь, как раз. Пухтел. Шап вуниккĕ, ровно двенадцать. Чăв. й. пур. 25. Çапла ялтан яла çӳресе пĕр уйăх шап иртнĕ. Ib. 24°. Çула пулсан шап пĕчченçи, ăçта анкартĕнче, ăçта хирте пурăнкаласа. Сала 97. Шап çурта пек пĕвĕме ӳстертĕм, тем атте-анне тытас пек. || Совсем. Чăв. й. пур. 10°. Çав Михеле шап тĕплĕ-йĕрлĕ çынах мар. Ib. 16. Шап ӳссе авланичченех ют яла, çывăхри ялсене те тухман вăл. N. Шап ырра тухнă вăл. N. Ăна шап тасана кăларнă. || Ой-к. Шап-Шап Шапашкар, Шапашкар хуçи Йăван пур.