шарла - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

шарла

журчать, шуметь. Орау. Шыв хыт шарлать (сильно течет, с высоты, шумно). УЯ. Шарлаççĕ çырмасем çут шывлăн. Баран. 97. Сулахай енче темĕн тарăнăш çурăк карăлса выртать, ун тĕпĕнче шыв шарласа юхать. || Собр. Тĕпсакайĕнче сар лаша шарласа кĕçенсе тăрать (громко, с азартом. Пичкери сăра). || Изванк. Шарласа çунать (вут). Якейк. Вот шарласа çонать (= карласа, с шумом). || В отриц. форме — молчать, не говорить. N. Ан шарла, молчи, не сказывай никому. Сĕт-к. Чăп, ан шарла, молчи, не говори. Изванк. Ачасем, эсир никама та ан шарлăр (никому не сказывайте). Ib. Хуçа, хуçа пек, хуçа хĕрне ан шарла. СТИК. Ан шарла ĕнтĕ эсĕ кун çинчен. Ib. Эсĕ ан шарла тульккă, эпĕр вĕрентсе парăпăр-ха вĕсене. Никама та ан шарла, сăмах тухнă ан пултăр. Ан шарла. Не говори. (Имеет оттенок такой, как при секретах приходится говорить шопотом, что видно из приведенных мною трех примеров). Ст. Айб. Улпучĕ те, хăраса кайнăскер: ан шарлах, ачам, ме сана икĕ çĕр тенкĕ укçа, тесе кăларса пачĕ, тет. N. Шарламан, не говорил, не сообщал, не передавал. N. Аксёнов нимĕн те шарламан, пуçне усайнă. N. Ăслă çын сăмаха вăхăт çитиччен шарламасть. Собр. Йытă вĕрет, шăпчăк шарламасть. (Послов.). N. Эп сире те пасăр лартса чоптарас тесе тăраттăмччĕ те, шарламантан нимĕн тумарăм. N. Мана шарламан-и? — Çок. Кан. Кĕпе-йĕмĕсем пирки шарламалли те çук (не приходится говорить). Ib. Членсем ун çинчен шарлама пуçласан, Краснов пĕр икĕ çынна çур-шар пăт парать.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150