шупка - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
шопка, беловатый, бледный, полинялый (выцветший). ЧК. Ушкăн-ушкăн тупăлха, хăшĕ шупка, çав ытла. Яргуньк. Мăн улăхра çырлалăх, эпĕр пуçтартăмăр хĕрлине, çынсем валли шупки юлч. Собр. Рашча витĕр çул хыврăмăр пилеш йăвăç айĕнчен. Пилеш çупканĕ çакланчĕ, çавăнпа шупка пултăмăр. N. Шупка сăнлă, бледный. Завражн. Шопка, розовый. Нюш-к. Шупка хăмаç çип теççĕ, у хăмаç çип тĕснех лараймасть, тĕсĕ пăртик кайнă тени пулать. Шупка хăмаç çип пиçнĕ-пиçмен пилеш тĕслĕ. Б. Олг. Шопка çитсă илетĕп (хĕрлĕ мар, шорă мар). Тюрл. Шопка, мало крашеныЙ. || Назв. деревни в б. Чебокс. у.