шухăшла - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

шухăшла

шохăшла, думать, обдумывать, мыслить, помышлять, размышлять, намереваться. Букв. 1900. Сăмаха шухăшласа кала. А.-п. й. 105. Хĕрĕ — шухăшлать те, çапла калать... Дочь подумала и так ответила... ГФФ. Калла-малла шохăшласан, калла та малла шохăшласан, икĕ те коçран коççоль йохать. Как подумаешь хорошенько да подумаешь обо всем из глаз льются слезы. Хурамал. Шухăшламан чухне çав çӳретĕн, шухăшласан чĕлхи çыхланать. Когда я не думаю, то хожу себе спокойно, а как стану думать, немеет (путается) у меня язык. Сорм-Вар. Эсĕ ăна ху шухăшласа тупас çук. Тебе этого не выдумать. А.-п. й. 80. Пĕрре вăл шухăша каять: „эпĕ вĕт нихăçан та пăрçа акса курман, çавăнпа манăн тырă пулмасть-тĕр“, — тесе шухăшлать. N. Апла пулсан та, лашасене кантарарах тытма шухăшламаççĕ. Кирлĕ-кирлĕ мар ĕçсемшĕнех ăçта килчĕ унта хăвалаççĕ. КВИ. Этем çапла шухăшлать, хăй ăшĕнче савăнса. Ib. Асап килсен, хĕн килсен шухăшласа ларатăп. А.-п. й. 83. Ĕлĕкхи пек кăçал та пăрçа акса пăхмалла мар-ши манăн тесе шухăшлать вăл. Шухăшлать те, çуркунне каллех пăрçа акса хăварать. Ib. 93. Пĕр-ик эрне иртсессĕн, куланайне татсассăн, каллех Сахар шухăшлать. Ib. 61. Пуçне чикнĕ те, çакăнтах шăнса вилмелле пулать пуль ĕнтĕ, тесе шухăшласа ларнă. Ib. 31. Ну кусене çисе яратăп ĕнтĕ, тесе шухăшласа пырать. Юрк. Уткаласа çӳресен-çӳресен, тата çапла пилĕк-улт сăмах каласан, тата мĕн çырассине шухăшласа çӳрет. СТИК. Шыв кайнă вăхăтра çула тухса кайма ан шухăшла вара. N. Мĕн каламаллине малтанах шухăшласа хурас пулать. Ала 4. Çав вăл шухăшланă тĕлĕнчех вăрман пулнă, тет. N. Хайхийĕн шухăшланă ăсĕ сая кайрĕ, тет. В. Олг. Качака шохашлат: тӳрĕ çынсам çок, тесе. Н. Сунар. Ăсли шухăшличчен ухмаххи çапса ӳкерет. (Послов.). С. Айб. Шухăшлайман чухне шухăшăм çук, шухăшласан пуçăмсем çаврăнаççĕ. Альш. Шухăшламан чухне шухăшăм çук; шухăшласан çамрăк пуç çаврăнать. Ст. Чек. Шухăшлаççĕ пуль ăшĕсенче (про себя). С. Тим. Эпир шухăшлатпăр малалла, пирĕн шухăш юлат каялла. N. Шухăшлах пуçларĕ. Виçĕ пус. 19. Юсас теме шухăшламалли те пулман унăн. Ала 11. Выртсассăн-выртсассăн, хайхи ватă хуçа каллех çамрăк хуçа арăмĕ патнелле шухăшла пуçларĕ, тет. Изамб. Т. Ун пек ача-пăчапа пурăнаç тума шухăшла. Вот и поживи с такими оболтусами. || Соображать. А.-п. й. 71. Пӳрнеске кашкăр хăлхинчен тухса, шухăшлама тытăнать. Юрк. Ăна-кăна пĕрте хам тĕллĕн шухăшласа пĕлейместĕп. К.-Кушки. Ăна-кăна шухăшлакан çын мар. Он бесшабашный человек. || Сравнивать. N. Халĕ те вăл, ĕлĕкхинчен шухăшласан, пит начар хула.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150