шӳшӳ - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
то же, что шушу. Якейк. Шӳшӳ, орпа çăнăхĕнчен икерч сарлакăш çаврака çӳхе япала туса кăмакая хуса пĕçереççĕ. Кайран аш шӳрпишне ярса ислетсе çияççĕ. Б. Илгыши. Тул çутăлсассăн хай старик ташта тухса кайнă, тет те, кайнă чухне хĕре шӳшӳ яшки пĕçерме хушнă, тет. Вомбу-к. Шӳшӳ яшкине çапла пĕçереççĕ. Кантăр вăрри тӳсе сĕт тăваççĕ, вара çав сĕтрен яшка пĕçереççĕ, яшки ăшне çӳхе пашалу шӳшӳ яраççĕ. Шӳшӳ пашалуне яшкана яриччен кăмакара кăшт хытараççĕ, вара таткаласа çăмах майлă пиçнĕ яшкана яраççĕ. || Имя мужчины. Б. Олг. Шӳшӳ каят молкача. Молкачча калат: Шӳшӳ туасчĕ ку молкачча тытсан, шӳшӳ туса çиесчĕ, тет.