шăрша - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
то же, что шăрçа, бусы. Чебокс. Тюрл. Йăлтăрка шăрша, хĕрлĕ шăрша, шор шăрша. ЧП. Симĕс шăрша N. Пирĕн йысна пулассин шур шăрша пек шăрки, хурт пуççи пек пыйти. Собр. Пăхăр çĕрĕ, шăрша куç, ун начарне кам пĕлмест. Ib. Шăтăк шăрша çĕрте выртмаст, теççĕ. N. Шăтăклă шăрша çĕрте выртмас, хăй майпелен, тор хошни-пелен вырнаçать. Сред. Юм. Çип çине тирнĕ шăршана шăрша ярăмĕ теççĕ. ЧП. Çинçе пуçлă шăршине хĕр пуç çырса ятăмăр. || Бисер. Тяберд.