шăхăр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
густой, чистый. СПВВ. ЕС. Шăхăр = çăра. Ib. Пир тĕртекен хĕç шăлĕ шăхăр пулат, е шалатка (сайра) пулат. СПВВ. ЕХ. Пир тĕртекен хĕçĕн шăлĕсем çăра пулсан, шăхăр теççĕ. СПВВ. НН. Пир тĕртмелли хĕçе тата алана: ку ытла шăхăр, пукра тухас çук, теççĕ. N. Хăмăш касрăм, хĕç турăм, хĕççи шăхăр пулминччĕ. N. Шăхăр хĕç = йăвă хĕç. N. Шăхар хĕç = çăра шăллă хĕç. || Красиво. N. Шăхăр = чипер. Хора-к. Тавай пăхас хĕр пăхас, ора шăхăр сырнине, çамка хĕрри кăтрине. || Лес? Н. Якушк. Ах аттеçĕм — аннеçĕм, кăнтăрла çиме лартăмăр, пур ачу та тĕрĕсчĕ, хĕве шăхăра ларнă чух санăн пĕр ачу çук пулĕ.