шĕшлĕ - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
кочедык. N. Пурис пиччен пӳрни кукăр. (Шĕшлĕ). Ыраш 16. Пăрçи çине кĕрсе кайсан, ашса тухмалла мар. Хутаççисем шĕшлĕ аври пек. Ст. Шаймурз. Хĕрарăм йывăр çын чухне тĕлĕкре шĕшлĕ тупсан, ывăл ача çуратат, тет, йĕп тупсан – хĕр. Завражн. Шăмунтан шĕшлĕ тăвам! (Угроза маленькому). || В. Олг. Шĕшлĕ, деревянный кочедык для снимания лубка. || Шурăм-п. № 27. Шĕшлĕ – йăпал-йăпăл çын. || Назв. рыбы, щука. || Прозвище мужч. Альш. Шĕшлĕ Ванькка.