пуканла - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(-г-), назв. игры. Смольк., Юрк. См. капанла. Николаев. Пуканла. Пысăкрах ачасем вĕттисене пĕр-пĕринчен икшер пусăм лартса тухаççĕ. Лараканнисем пукансем пулаççĕ. Кашни пуканин хуралçи пулать. Пĕр çынна хăвалама хăвараççĕ. Хăвалаканни пĕр пукан хуçипе тавлашса, иккĕшĕ ик енчен чупса çаврăнаççĕ. Кам малтан чупса çаврăнса пукана тытать, çав хуçи пулать. Пукансăр çынни кӳршипе тавлашса чупать. Пуканне çухатнă çынни тата тепĕр çумĕнчи çынпа тавлашать. СТИК. Пуканла выляс. Пĕчĕкçĕ ачасене çерем çине йĕри-тавра лартса, пысăккисем йышăнса тухаççе, йĕри-тавра чупаççĕ.