путек - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(пудэк, пуд'эк'), ягненок. Юрк. Юлташĕсем патне пырсан, лешсем кун патне путексем пек пухăнаççĕ те, пĕри те пĕри ыйтса пĕле пуçлаççĕ. Нюш-к. Путек пек ку. (Говорят о плохой, худой лошади). N. Путек сыхланă вăхăт (перед рождеством, когда овцы ягнятся). Ст. Чек. Путек — 1) ягненок женского пола, 2) ягненок вообще. Орау. Путекки путек-и, така-и ? — Путекки така та-ха... N. Качака путекки. N. Сурăх путек пăрахнă, качака путек пăрахнă.