пĕтермĕш - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(пэ̆дэрмэ̆ш), уничтожатель, истребитель, губитель (бранное сл.). Собр. Тух тухатмĕш тулалла, кĕр пĕтермĕш шалалла. (Тухатмĕшĕ — çӳпĕ, пĕтермĕшĕ – шăппăр). ТММ. Тух тухатмăш (вар. тукатмăш) тулалла, кĕр пĕтермĕш шалалла. (Çӳпĕ шăлни). Рак. Кĕр пĕтермĕш тулалла, тух тухатмăш шалалла! (Шăппăрпа çӳпĕ). Алик. Тух тулалла тухатмăш, кĕр пӳртелле пĕтермĕш. (Урай шăлни) См. лопкăн.