ăсан - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(ŏзан, ы̆зан), провожаться, быть отправляемым. Баран 159. Ку çĕртен чукун çулпа та нумай тырă ăсанать. Из этого края и по железной дороге много хлеба отправляется. Изамб. Т. Эсĕ ăсан часрах ĕнтĕ, унсăрăн сана хĕнет ул. Ты скорее выпроваживайся, а то он тебя побьет. Альш. Килетпĕр вара çапла, ăсанса, Мишка патĕнчен. Орау. Хăну ăсанчим? —Ăсанчĕ. Убрался ли у тебя гость-то? — Убрался.