ĕнтĕ - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

ĕнтĕ

(э̆ндэ̆, э̆н'д'э̆), теперь. Сред. Юм. Ĕнтĕ, теперь. || Уж, уже К.-Кушки. Унăн асапĕ иртрĕ ĕнтĕ санăн. Заботы об этом для тебя уже миновали. Сред. Юм. Ĕнтĕ ȏна та турăн (сделал и это) пȏлать, ĕлĕкхипе çитмен-чĕ! Еще этого не доставало! Изамб. Т. Анне кайнă та, час таврăнат-и ĕнтĕ. Мать пошла, да не знаю, скоро ли уж вернется. Регули 528. Парсам ĕнтĕ она. Дай уж ему. Ст. Чек. Халĕ ĕнтĕ вĕсем лайăх тăраççĕ. Теперь они уж хорошо живут. N. Эпĕ малалла çакăнти чăвашсен йăлисем çинчен калăп ĕнтĕ. Теперь уж в дальнейшем я расскажу о нравах и обычаях здешних чуваш. СТИК. Шав пӳртре ларса йăлăхтарат та пуль ĕнтĕ. — Ан та кала, чист йăлăхтарчĕ! Уж надоело, небось, сидеть дома? — Не говори уж, совсем надоело! Орау. Тулсам пула пуçларĕç ĕнтĕ. Изамб. Т. Ĕнтĕ эсĕ качча кайма ан шухăшла. Теперь ты уж не думай выходить замуж (говорит умирающий парень). IЬ. Каятăп ĕнтĕ, çитĕ, кун чул ларсан. Я уж пойду, будет — посидел (насиделся). Орау. Сана вăратмасп ĕнтĕ кĕрсе. Я уж не зайду (к тебе) и не буду тебя будить. СТИК. Ӳссе çитĕнчĕ-çке ĕнтĕ, ĕçе тума пултарат. («Говорят с радостью, что у них вырос сын или дочь и уже может работать»). Изамб. Т. Ваççа тете, ыраш парса яр-ха. — Нумай салатнă-ччĕ те ĕнтĕ. Кама кам пулмаст. Парас пуль çав. Дядя Василий, отпусти (в займы) ржи? ― Много уж я роздал... М. Тиуш. Юрри аванах та мар пулĕ те ĕнтĕ, çыратăп. Песня-то и не так хороша, (но) уж (ладно), напишу. IЬ. Атте мана хăвса кăларчĕ, нимĕн те памар(ĕ); çурт çавăраймарăм... Ах, турă!... Çапла ĕнтĕ те... мĕн тăвас тен! Отец меня выгнал, ничего не дал; я не смог выстроить себе дома... Господи!... Так-то уж оно так, но что поделаешь!.. || Я. Турх. Чăваш çапла ĕнтĕ вăл. Таково уж свойство чувашина. Хыпар № 9, 1905. Мĕне кирлĕ ку ĕнтĕ? Тĕлĕнеп эп çынсенчен! К чему уж это? Удивляюсь я людям! || Выражает побуждение, как русск. же. Унтан арăмне çиленнипе: лар ĕнтĕ, шуйтан! терĕ, тет. Потом, рассердившись на жену, он крикнул: «Садись же чорт!» Юрк. Ку çапла каçма хăранăран, тутар арăмĕ: мĕшĕн каçмастăн? каç ĕнтĕ, тет. Ку та ăна, хăй хăраса: каçмастăп, малтан ху каç! тет. Артюшк. Пырат та, лайăхрах чĕнет: часрах ĕнтĕ, тет. || Выражает недоумение, удивление. Сред. Юм. Ĕмĕр тăрăшнех çапла хĕн кȏрса ирттермелле-ши ĕнтĕ ман? Неужели мне придется провести всю жизнь в таких страданиях? Руфь I, 19. Ноеммин пулать-и ĕнтĕ ку? Это Ноемминь? КАЯ. Эпĕ: ха, куçа çӳпĕ кĕч-и ĕнтĕ? тесе, куçа калах хупкала пуçларăм (что, неужели в самом деле в глаз соринка попала?). Тораево. Ку çăвара тĕкĕнмесĕрех анса кайри (= кайрĕ-и) ĕнтĕ? тесе калать, тет. Неужели он проскочил в горло, не задев рта? || Иногда выражает решительное утверждение или отрицание, также и в вопросе. Янтик. N. Каяп-каяпах ĕнтĕ çапах. Все таки я уже поеду, во что бы то ни стало. Хыпар № 45, 1906. Хирте хĕрсе ĕçленĕ вăхăтра тĕрмере ларасси çăмăл мар ĕнтĕ вăл. В то время, когда жаркая работа в поле, сидеть в тюрьме не так уж легко. Ч.С. Эпĕ ăна малтанах: апла пулмĕ ĕнтĕ (не правда, чай), теттĕм, ĕненместĕм. Я сначала не верил этому, полагая, что это не так (здесь ф. буд. вр. придает оттенок сомнения). Алекс. Вара кăвак çӳçлĕскер калар(ĕ), тет: вăт çавă ĕнтĕ, тенĕ. Тогда седоволосый сказал: «Вот он-то самый и есть.» Собр. Ăстарик çавна илтсессĕн, ӳксе макăрса каланă: ку хам пĕлменскерсем çаксем пулнă пулĕ ĕнтĕ! тенĕ. Услыхав это старик с рыданием воскликнул: «Должно быть это (и) были неведомые мне (дети!)». . Ку кам ачисем? тесе ыйтнă. Карчăкки каланă: ку ачасем пирĕн ĕнтĕ, пире кăсене турă эсĕ килеччен пачĕ, тенĕ. (Он) спросил: «Чьи это дети?» — Старуха ответила: «Эти дети наши, нам их принес, пока тебя не было дома, бог». Цив. Ашшĕ ыйтрĕ, тет: мĕскерле пулчĕ ĕнтĕ? тесе каларĕ, тет. Отец (его) спросил: «Ну, как же было дело?» Торп-к. Пике тухрĕ, тет те: эс, Хăрхăн, манăн кĕпене ма тăхăнтăн? Эп сана хам кĕпене ма парăп ĕнтĕ? — эсĕ кулатни-мĕн манран? тесе каларĕ, тет. С-Устье. Арăмĕ: ускăн тиха пур çинче (раз есть) акар йăттипа мĕн тăвăп ĕнтĕ? тесе калать, тет. || Же. С. Столпник. Ку мĕскер пулать ĕнтĕ? Что же это значит? КАЯ. Эпĕ: мен пулчĕ ĕнтĕ кăсене? тесе, анаталла мĕн пур вăйпа чупма пуçларăм. || Вот (в рассказе). БАБ. Пырса кĕретпĕр ĕнтĕ. Пӳртре туллиех çын ларат. Вот мы входим. В избе полно народу. Цив. Ну, аслă ывăлĕ кайрĕ, тет те, ларат, тет. ĕнтĕ. || В песнях служит для заполнения недостающих слогов. Янтик. † Ĕнтĕ хĕлĕх çинçе, хĕлĕх çинçе, хĕлĕхрен те çинçе çиппĕм пур. N. † Вуниккех те вĕлле, ай, хуртăм пур, анчах пĕри уйăрмантан ĕнтĕ, ай, ӳпкем пур. У меня есть двенадцать ульев пчел, только досадно, что одна семья не роится. Альш. † Ĕнтĕ улма çирĕм, улма çирĕм, хупписене ăçта та хурам-ши? Н. Изамб. † Ĕнтĕ сарă утçăм, сар çилхеçĕм, сарă ука шел мар çитлеме. Альш. † Ĕнтĕ тăванăмсем-çунатăмсем, тата тепре куриччен йĕр те тӳс.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150