лăтăртат - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(лы̆ды̆рдат), хрустеть (о снеге в тёплую погоду). КС. Çуркунне юр лăтăртатать. Орау. Ăшă чухне юр ура айĕнче лăтăртатса пырать, сивĕре шатăртатса пырать. Кн. для чт. 31. Шурă юр çул çине çăват, çуна айĕнче лăтăртатать. Слакбаш. Юра йăвалантарса чăмăртанă чух, вăл лăтăртатса пырать. Когда валяют из снега шар, снег хрустит. || Подр. шороху, когда проводишь шероховатою рукою по телу. КС. Тăкăскă (шероховатою) алăпа ӳте шăлсассăн, лăтăртатса шуçать. || N. Ăтăр пек лăтăртатса пырат (о походке низенького человека). См. латăртат, качăртат.