мелке - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(мэл’г’э), помело. Карамыш. Кугеева. Мелке, помело (из мочала); им, метут пол. ТММ. Кăмакара лăпсăр-лапсăр упа ташлать. (Мелке). БАБ. Тикĕт мелки, мазилка; кăмака мелки, помело. N. † Тухялисем сикĕрех, сентĕрене тивĕрех! Хушпулисем сикĕрех, мелке çине ӳкĕрех. БАБ. Кĕписене хыврăç те, урисене çаннисенчен тăхăнса ячĕç. Унтан мелке утланчĕç те, хир урлă юрта пачĕç (женщины-колдуньи). ЧС. (Янш.-Норв). Аçаран-амаран пĕр пĕччен ывăл çурални (единственный сын у своих родителей) кăмака шăлакан мелке илет те, ака пуçне кăçтан пымаллине кăтартма, ака-пуçĕ умĕнчен сĕтĕрсе пырать. (Хĕр аки). Кан. Пĕрре мелкепе те çапса илнĕ (мужа). Кугеева. Мелке, метёлка из травы, для выметания печки. || Пухтел. Мелке, кисть маляра. || Веник. Такмак. Мунчине хутнă, мелкине пĕçернĕ, пырас та çапăнас.