мунча вутĕ - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(= вучĕ), банный огонь. Ст. Чек. Мунча вутĕнен пуçа кĕсен тухат. Епле емеллеççĕ? Пĕр-ывăл çынна (единственного сына у родителей) вут çаптарассĕ. Хăт кирек кам мунчинче те юрат. Мунчана каяççĕ те, лапка айĕнчен милкĕ çӳлçине виçĕ хутчен яра-яра илеççĕ (анчах ăна илнине çын ан куртăр); ăна киле исе кайса çунтараççĕ; ун кĕлĕпе мунча вутĕнчен кĕсенлĕ пулнă пуçа сапаççĕ. Вара кĕсен пĕрер суткаран (= тавлăкран) типет.