ютăх - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(jуды̆х), отчуждаться, стать чужим. Ч.П. Н. Седяк. † Инçе мар, тăван; ютăхас мар, тесен, килех тăр. Недалеко, родной: если не хочешь стать чужим, бывай у нас постоянно. N. † Тимĕр юпа тутăхтăр, манран атте-анне ан ютăхтăр (пусть будут близкими, не отчуждаются). Ст. Чек. Ютăхнă= ютшăннă ). Нумай пĕр-пĕрне курмасăр пурăнсан, юта тухнă пек пулат, çавна çапла калаççĕ. Бугульм. † Ай-хай, милай, хамăр савни, курса калаçманран ютăхрĕ. N. Тăвансем те манран ютăхнă. Микушк. † Ан ютăхăрсамăр, килех тăрăр. Не отчуждайтесь, постоянно бывайте. Лашман. † Эпир ларма кайсассăн, авалхи тусçăм ютăхри (вероятно — ютăхрĕ).