йӳле-пилĕкĕн - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
без пояса. Сёт-к. Мĕн тотар пак йӳле пилкĕн (пилĕкĕн) çӳретĕн (ходишь не подпоясанный)? Чăв. юм. 1919, 24. Хăйсем (колдуны) пăхма хăрушă: йӳле-пилĕкĕн, çӳçне-пуçне салатнă, тимĕр шăлĕсене кăтартса тăраççĕ. Ч. С. Хĕрсем, хĕр-акине кайнă чух, çӳçĕсене салатса, йӳле-пилĕкĕн, аллисене чĕн саламатсем тытса, каяççĕ. Никит. Йӳле-пилĕкĕн, çӳçне-пуçне салатнă, çарран (босиком).