йӳшшу - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
то же, что йӳç-шу, назв. лечебного отвара. Якейк. Йӳшшура кивил тымарри пор, шăппăрла тымарри, мăн-тохатмăш тымарри, кикен тымарри, ут-кăшкар-ути тымарри, унелнĕ корĕк чĕкеç-корĕк тымарри яраççĕ; квак-чол, хаяр тымарри, эреке яраççĕ. Çаксене порне те, хорана ярса, вĕретеççĕ; çĕпрепе четвĕрт кĕленчишне ярса, хопласа лартаççĕ. Вăл çапла эрне йӳççе ларать. Йӳшшу вăл пор осалтан та лайăх. Хаяр вăрăнсан, çын трук халсăр полсан, ора-алă сасартăк шăçсан (= шыçсан), выльăх халсăр полсан, йӳшшу параççĕ. Парсассăн, чĕртет, теççĕ.