йăвалантар - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
понуд. ф. от йăвалан. Панклеи. Полăсам шура похĕнчĕç те, хай тимĕр кистене йăвалантара пуçларĕç (начали катить гроб к берегу). Ст. Ганьк. Çуртине теневес çийĕнче йăвалантараççĕ. Ядр. Ну, йăвалантарма пуçларĕç мана юр ăшăнче! И давай они меня валять в снегу! Толст. Çуран каçса çӳремелли вырăнсене пĕр виçĕ аршăна яхăн шыв тулнă, чулсене йăвалантара-йăвалантара кайнă.