вăшт - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(вы̆шт), подр. мгновенному и оборванному шуму воздуха; подр. быстрому движению. Б. Олг. Çăмăл кайăк вăшт! тăрса каят анчах (взлетает и улетает мигом). См. пот. Б. 13. Вăшт! анчах турĕ (промелькнул): курса та юлаймарăм. Юрк. Ку балык мана та ан çаклантăр, тесе, хăраса, улпучĕ те хăнаран, кăпăр-капăр, вăшт! туса, тухса тарат. Никит. Кăсем пыма пуçласанах, кушакки карта урлă вăшт-çеç турĕ. Б. Яныши. Кашкăр мана çима килчĕ, тесе, вăрмана вăшт корăнчĕ, тет. Панклеи. Пичĕш, арăмĕ каласан, шăльнĕ петне (= патне) ĕçме вăштах тоххĕр, тет (тотчас). Савельев. Çил пек, вăшт! хăйĕн лашипе Иван иртсе карĕ пирĕн пӳрт хыçĕпе. Синерь. Ăмăрт-кайăк вăшт çаврăнса кайрĕ, тет те, хуçи çав вут (огонь) çине ӳкнĕ те, çулăм çине кĕрсе кайнă. Ib. Хĕр каларĕ, тет: кăларăп та вăшт! утăп, эсĕ часрах умуççи тура тĕнчен тыт. Хыпар № 16, 1906. Хайхи тутарсем кĕç (тотчас) пăрахса кайрĕç те, хваттерти лашине вăр-вар кӳлсе, ялтан вăшт турĕç. Шорк. Лаши питĕ лайăх пырать çавăн çулта, манран вăштах иртсе карĕ (живо перегнала, опередила меня). К.С. Авнă йывăçа ĕçерсе ярсан, вăшт (мигом) хăпарса каять.