ереш - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(эрэш), украшение, наряд. Сир. 12. Унăн ерешĕ ылттăн, унăн пиçиххийĕ гиацинт. Янтик. Начар çав, чăтас çук ку тутăр, ереш анчах. || Вид? Толст., III — IV, 75. Юр пĕрчи вĕçсе аннă чух, унăн нимĕн те ерешĕ-мĕнĕ те курăнмасть. Вăл пĕр-пĕр хура, сивĕ, япала çине ларсан, е тăла çине, е тир çине ларсан, унăн ерешне вара курма пулать: унта çăлтăр пеккине те, ултă кĕтесле турпас татăкĕ пеккине те куратăн вара.