ылмаштар - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
чередовать. Сборн. по мед. Ачана ĕмĕртес пулсан, кăкăра ылмаштарса парас пулать (т.-е. то один сосок, то другой). Изамб. Т., 44. Çапла тек ура пуссине ылмаштарса ăсине (челнок) пĕр енчен тенĕр енне каçараççĕ. || Перемешивать. Изамб. Т. Пĕри алăк патĕнче, куçне хупласа, тăрать, тепĕри тиркĕ айĕнчи кăмăрăка, тăвара, çăнăха ылмаштарать (перемешивает, чтобы нельзя было узнать, где что находится). Орау. Япаласене ан ылмаштар, çаплах вырттăр; кайран камăн хăшне пĕлеймăпăр — ытла иккĕште пĕр пек. Сред. Юм. Амма нит ылмаштарса хорса пĕтернĕ эсĕ? Епле харпăр-хăйĕнне шыраса тôпмалла конта? || Сред. Юм. Куçне тепĕр пăхаймас вит ôлă, ылмаштарса-çиç пăхать (т.-е. косит). Сред. Юм. Ман халь, саççим куç-пуç ылмашса кайнă, пăха та пĕлмелле мар («разбежались; рябит в глазах; глаза перестали видеть ясно, м. б. и навсегда»).