илем - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(Ил’эм), Ильин день (назв. праздника). Орау, Ишек, Мăн-Шетмĕ. N. Она, Илем иртсен, ачасам кайса çияççĕ порте. Ядр., Уб. вол. Илем умăн мана атти çурласем шăлатма ячĕ. Календ. 1923. Илем кунĕ çăмăр пулсан, ыраша кайран акас пулать. Календ. 1923. Илем кунĕ çăмăр пулсан, ыраша кайран акас пулать. Календ. 1921. Илем кунĕ çăмăр пулсан, яланах çăмăр пулать. || Назв. базара. М. П. Петров.