ирсĕрлен - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
опоганиться, оскверниться, стать отвратительным. М. В. Шевле. † Малтан торă çынсене канаш пама ӳркенмен; ирсĕрленсен, вĕсене хăй патне те кӳрттермен. Изванк. (?). Пăснă (околдованные) çимĕçсене (овощи) çимелле те мар, темĕнскерле шатра муклашка тухса, пĕтĕмпех ирсĕрленсе каяççĕ. Соломон, В. Ăслă çынпа канаш тăвакан ăслах пулĕ, усал çынпа тусланакан ирсĕрленĕ. Лев. ХVIII, 25. Çĕр ирсĕрленсе çитрĕ. IЬ. ХХII, 8. Виле ашне, тискер кайăк çурса пăрахнине вăл çимелле мар, унпа ирсĕрленмелле мар.